Урхамахсен чупăвĕ хĕлле те илĕртỹллĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2025, 18:06 Просмотров: 289

 Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăра Çĕнĕ çул Кубокне тивĕçессишĕн юртă лашасен хĕллехи ăмăртăвĕ иртнĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата "Ядринмолоко" пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕ Роман Малов пулнă.

 Рудольф Селиванов "Паттăр" спорт шкула сумлă парне - "Буран" снегоход уççине - пани кăмăла çĕкленĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Алексей Краснова "Раççей ипподромĕсем" акционерла пĕрлешỹ "Мастер-наездник" квалификациллĕ аттестатне пани уйрăмах сумлă пулăм пулнă.

Кашни чупу илĕртỹлĕхпе, кĕтменлĕхпе асра юлнă. Куракансем кашни çаврăма куç сиктермесĕр пăхнă, чăтăмсăррăн мала тухакана кĕтнĕ.

Тĕп парнене - Çĕнĕ çул Кубокне - Чăваш Республикинчи спорт министерствин "Флюид" лаши тивĕçнĕ. Ăна ăста спортсмен Николай Пыркин тытса пынă. Лăплантару чупăвĕнче Шупашкар муниципалитет округĕн "Ле Де Фанс" лаши мала тухнă. Кĕмĕл кубока илессишĕн Александр Кульварский тăрăшуллă пулнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика