Ỹсĕрле руль умне ларнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2025, 18:04 Просмотров: 289

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Марат Юнусов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи канмалли кунсенче çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсем çине-çинех пулнă. Вырăнти ГИБДД уйрăмĕн уяв вăхăтĕнчи хушма нарячĕпе килĕшỹллĕн пĕрремĕш рейд вăхăтĕнчех çул-йĕр инспекторĕсен экипажĕ (начальник хăй те пулнă) виçĕ водитель ячĕпе протокол çырнă. Вĕсенчен пĕр çамрăк автомашинăпа çỹреме ирĕк паракан водитель удостоверенийĕсĕр, иккĕшĕ вара руль умне ỹсĕрле ларса çула тухнипе йĕрке хуралçисен аллине çакланнă.

Çул-йĕр правилине пăхăнман пуçтахсен РФ КоАПăн 12.7 статйин 1-мĕш, 3-мĕш пайĕпе, 12.8 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн явап тытма тивет. Теветкеленсе çул çине тухакансем Первомайскинчен, Хирти Пикшикрен тата Турхантан пулнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика