Кăçалхи январь уйăхĕ вылянчăклă тăрать. Çавна пула Кăшарнире кỹлĕсенче вак касса шыва кĕме те теветкеллĕ. Çакна шута илсе январĕн 19-мĕшĕнче, Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăвакан кун, çынсем Алманчăри, Чăваш Ишекĕнчи, Красномайскинчи, Первомайскипе Сител хушшинчи, Çăл Атăкри ятарлă купельсенче çеç шыва кĕрсе чунпа ỹте тасатма пултараççĕ. Кăшарнире купеле чăмса тухас текенсен сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Тĕн праçникĕ кунхине те
, маларах та эрех-сăра ĕçмелле мар. Ытти хăрушсăрлăх йĕркине те çирĕп пăхăнмалла. Шыва кĕрекен вырăнта васкавлă пулăшу службин сотрудникĕсем те кунĕпех ĕçлĕç.
Григорий КАЛЛИН, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру тата ятарлă программăсен пай начальникĕ
Август 2026 |
