Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул тĕпрен юсаса çĕнелнĕ хыççăн тепĕр хут алăкĕсене уçрĕ.
413 ача пĕлỹ пухать кунта. Çĕнетĕве "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланă. Ĕçе 2024 çулхи çуркунне пикеннĕ.
Çĕнĕ çулхи çĕнĕ савăнăçпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, администрацин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, шкул директорĕ Людмила Лялина, çакăнтан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Шадиряков, ачасен ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕ Александр Владимиров, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев тата ыттисем саламларĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
