Январĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне Патăрьел мунципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, строительство, çул-йĕр тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Елена Дымза, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Степанов, Патăрьел районĕн прокурорĕ Андрей Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийĕсен, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Информаци кун йĕркине лартнă темăсем пурте паянхи çивĕч ыйтусемпе çыхăннă. Контактлă мар меслетпе мошенниксем çынсене улталани тата вĕсенчен асăрханмалли пирки РФ ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" полици уйрăмĕн начальникĕ Андрей Андреев ыйтăва çивĕчлетрĕ. Чăваш Республикинче 2025 çулта коммуналлă çăмăллăхсен тарифĕсене индексацилес пирки ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Елена Дымза, Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсемпе ача сачĕсенчи апатланăва мĕнле йĕркеленипе вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, хĕллехи тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çулсене пăхса, тирпейлесе тăрас ыйтупа Патăрьел мунципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, строительство, çул-йĕр тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тухса каларĕç.
Информаци кунне хутшăннисем кашни ыйтупах çĕнĕлĕхсене, улшăнусене халăх патне вăхăтра çитермеллине, уйрăмах мошенниксенчен асăрханмалли йĕркене пăхăнмалли пирки полици сотрудникĕсен, территори пайĕсен пуçлăхĕсен шкулсенче, обществăлла вырăнсенче, тĕл пулусенче тăтăшах аса илтермеллине çивĕчлетрĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
