Пиротехника савăнăç кỹтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2024, 16:34 Просмотров: 269

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче чылай çемье пиротехника хатĕрĕсемпе - фейерверксемпе, петардăсемпе - усă курать. Кăçал та вĕсемсĕрех иртмĕ. Çавăнпа та уявсен илентермĕшĕсемпе усă курнă чухне инкек-синкек ан пултăр тесен хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Манса ан кайăр: сирпĕтекен е перекен хатĕрсем - вылямалли тетте мар! Пиротехника изделийĕсем хăрушлăха пысăклатакан çăлкуç пулса тăраççĕ. Вĕсене тĕрĕслевсĕр, пушар хăрушсăрлăхĕн кирлĕ мерисене пăхăнмасăр усă курни синкерлĕ те вĕçленме пултарать.

Шаплатса сас паракан, сирпĕтекен хатĕрсене туяннă чухне инструкципе тĕплĕн паллашмалла. Вăл кашни япала çумĕнче пулмалла. Ун пирки вырăсла информаци çук пулсан, изделие сертификацилемен, унпа усă курма питĕхăрушă. Таварăн срокне те, вăл сиенленменнине те тĕрĕслесе туянмалла. Ăна производитель хăй лартать, срока никам та тăсма пултараймасть. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пушарсем час-часах Çĕнĕ çул елкине лартнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран пулса иртеççĕ. Чăрăш ларакан пỹлĕмре бенгал çутисем çутма, петардăсемпе выляма, марльăпа хутран тунă маскăсем тăхăнма юрамасть. Ăлкăна çутатма заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла. Вут-çулăм тухнине курсанах пушар хуралне "101" е пĕрлехи диспетчер службине "112" номерсемпе шăнкăравласа ярăр.

Çĕнĕ çулпа Раштав - мĕн пур халăх паллă тăвакан уявсем. Вĕсем пурне те телей, савăнăç, ырă малашлăх çеç илсе килччĕр. Çак уявсенче никамăн та пушар сăлтавĕпе кăмăла пăсмалла ан пултăр.

Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика