90 çул каялла пĕртăван Васильев режиссерсем Граждан вăрçин Геройĕ Василий Иванович Чапаев çинчен кино ỹкернĕ. Ăна халăх юратса пăхнă. Вăл Мускаври фестивальте пĕрремĕш премие тивĕçнĕ. Тĕнчери 100 лайăх кино шутне кĕнĕ.
Çак паллă пулăма халалласа республикăра "Чапаев ячĕ - манăн чĕрере" сочиненисен конкурсне ирттернĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенче 5-11 классенче пĕлỹ пухакан 500 ытла ача хутшăннă.
Сочинени çыракансен географийĕанлă. Республикăна муниципалитет шайĕнче çĕнтернĕ ĕçсене çеç тăратнă. Кашнийĕшĕ тарăн шухăшлă. Темăна тĕплĕн çутатнă. Истори ĕçĕсене, литература тĕпчевĕсене, биографине усă курнă. Çавăнпа жюрисене хак пама та çăмăл пулман. Хăйсен шухăшĕсене сăвăласа, поэма евĕр, калавла шăрçаланă. Чапаев вĕсемшĕн пуриншĕн те тĕслĕхлĕ, пурнăçри йывăрлăх умĕнче çĕнтерме вĕрентет, малашлăха шанма май парать.
Конкурсра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекен С.Синеева (ертỹçи О.Елкина) çĕнтерỹçĕ пулнă, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класри И.Султеев (Р.Валитова) иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Август 2026 |
