Пултарулăхĕ тĕлĕнтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2024, 19:29 Просмотров: 443

 Муниципалиет округĕнчи тĕп библиотекăра Чăваш тĕррин кунне халалласа Кивĕ Катекри Тамара Майринăпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Кунта кăçалхипе виççĕмĕш хут Тамара Николаевнăн "Ăста алăсем" выставкине йĕркеленĕ. Унта тĕлĕнмелле ытарма çук 25 ĕç. Ỹкерчĕкĕсене, алшăллийĕсене, сĕтел çивиттийĕсене, салфеткăсене чун ăшшине хунă. Чăннипех те ăсталăх вĕсенче! Тăрăшуллă ĕçпе чăтăмлăх палăрать.

Тамара Николаевна пĕр хăйĕн пултарулăхĕпе çеç паллаштармасть. Йăхран йăха, ăруран ăрăва куçса пыракан алă ĕçĕсем те пур унта. Амăшĕн, пăянамăшĕн чăваш орнаменчĕпе тĕрленĕ алшăллийĕсем паянхи кун та сумне çухатман.

Куравпа паллашакансене ăстаçă хăйĕн ĕçĕсене кăтартнă, наци тĕррин вăрттăнлăхĕсем çинче чарăнса тăнă. Тĕрĕ тĕрлесси вăл наци культурин авалтан тытса пыракан пĕр ĕçĕ те. Унăн никĕсĕ çинче эпир çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама та тăрăшатпăр. Мăнаçланмалăх пур уншăн. Ахальтен мар Чăваш ене "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ" тесе каламаççĕ ĕнтĕ.

Тĕррĕн кашни ỹкерчĕкĕ, кашни тĕсĕ пĕлтерĕшлĕ. Тури тата анатри чăвашсен тĕрри те уйрăлса тăрать. Юлашки вăхăтра алă ĕçĕсене лап вырттарса, хĕреслетсе, биссерпа хатĕрлеççĕ. Чăваш орнаменчĕпе кĕпе çухисене, çаннисене, умĕсене илемлетеççĕ. Чăн чăваш чунĕллĕскерсем вĕсене юратса тăхăнаççĕ.

Тĕрĕ, унти тĕссен пĕлтерĕшĕ çинчен кĕнекесем те пичетлесе кăларнă. Вĕсемпе библиотекăра кĕтес хатĕрленĕ. Çитĕнекен ăрăва унпа кунти Наталия Ракова ĕçчен кăмăлтан паллаштарать.

 Тамара Майринан илемлĕ алă ĕçĕсене курсан тарăн шухăша путатăн. Тематика тĕлĕшĕнчен уйăрса кăтартмалăх та пур унăн. Чăваш орнаменчĕсемпе хатĕрленисĕр пуçне çут çанталăк илемне, çын, чĕрчун кỹлеписене сăнарланисем те чылай. Вĕсене ăсталама вăй-хал та, пултарулăх та, ăс-тăн та çитерет. Унран тĕслĕх илмелĕх, вĕренмелĕх пурах.

Куравпа библиотекăра декабрĕн 13-мĕшĕччен паллашма пулать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика