Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 19:15 Просмотров: 371

Раççей Федерацийĕнчи Çемье тата Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкĕнче "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăхпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 4 класĕнче вĕренекенĕсем ашшĕ-амăшĕпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче экскурсинче пулчĕç.

 Кĕрхи вăрман ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Унăн илемĕпе киленме çеç шут тытман вĕсем. Тĕрлĕ вăййа хутшăнса вăрман пуянлăхне шырарĕç.

Квеста хутшăнакансене тавçă- рулăх, пĕр-пĕрне пулăшасси, вашаватлăх та кирлĕ пулчĕ. Карттăпа ĕçлеме тиврĕ. "Тыткăна илнĕскерсене" хăтарчĕç. Мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе вăрманта пытарăннă пуянлăха - сиплĕ шывпа пылак çимĕçе - тупма пултарчĕç.

Вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ. Вут çинче пĕçернĕ апат та тутлă пулчĕ. Ачасен тăрăшса вĕренес туйăмĕ тата та çирĕпленчĕ.

Светлана УРУКОВА

Яндекс.Метрика