ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне округ территорийĕнче 52 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-çулăм алхасса çынсене шар кăтартнă 45 тĕслĕх пулнă.
Вырсарникун, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, каçхине 17 сехетре Туçа территори пайне кĕрекен Кивĕ Ахпỹртри Митрофановсен мунчинче сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Пушарниксем çирĕплетнĕ тăрăх унăн сăлтавĕ - юсавсăр кăмака. Инкеке сарăлма паман. Туçара халăх вăйĕпе тытса тăракан пушар хуралĕн машини оперативлă çитнĕ, вут-çулăма хăвăрт сỹнтернĕ. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç вĕсем пĕрлехи вăйпа çак автомобилĕн двигательне çĕнетрĕç.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
