Çĕнĕ енлĕ тупăшура та çитĕнỹсем пур

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 10:54 Просмотров: 492

Сывлăха çирĕплетекен "Спартак" спорт комплексĕнче республикăра 12-13 çулсенчи арçын ачасем, 14-15, 18-21 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем хушшинче мас-рестлингпа (пĕр-пĕринчен патак туртса илессишĕн) ăмăртса мала тухассишĕн тупăшрĕç. Кунти çĕнтерỹçĕсем Раççейри ăмăртусене хутшăнаççĕ.

Арçын ачасем хушшинче Арсений Кальметов (70 килограмченхи виçере) пĕрремĕш, Данил Макаровпа (60) Нияз Шакуров (80) иккĕмĕш, Дамир Вахитов (50), Роберт Шакуров (80) виççĕмĕш, хĕрсенчен Эльвина Сафина (60), Эльвина Земдиханова (70) иккĕмĕш, Айзиля Абдуллова (40) виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Вĕсемпе Ильфак Алеев тренер ĕçлет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика