ВАТТИСЕМ лаша пуласси тихаран паллă, тенĕ. Ỹс- сен мĕнле çын е кам пулассине те ачаранах тĕшмĕртме пулать. Нумай пулмасть çеç Мускаври телеканалпа Жанна Бадоева ертсе пыракан пултаруллă ачасен "Лучше всех!" шоу-кăларăмĕнче Тури Туçари Глинкинсен мăнукĕ, 7 çулти Артем Осипов хутшăнчĕ, куракана хут купăс каласа тĕлĕнтерчĕ. Арçын ачан пỹрнисем чăн-чăн музыкантăнни пек выляса çеç тăраççĕ. Халĕ вăл темĕнле юрра та кĕвĕпе илемлетме маçтăр. Паян çак ача кĕсье телефонне мар, юратнă музыка инструментне алран ямасть. Ỹссе çитсен Артем чăн-чăн ăста купăсçă пуласса шанас килет.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
