Пушар сăлтавĕ - юсавсăр кăмака

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:32 Просмотров: 349

ИРТНĔ эрнере муниципалитет округĕнче умлă-хыçлах икĕ пушар пулнă. Первомайскинче каçхине ултă сехетре пĕр хуçалăхра му

нча çунма пикеннĕ. Сăлтавĕ чылай чухнехи пекех - юсавсăр кăмака. Юрать-ха вут-çулăма малалла алхасма паман. "01" служба ĕçченĕсем вăхăтра çитсе ăна сỹнтернĕ. Тепĕр инкек ял хуçалăх предприятийĕнче сиксе тухнă. Хирте ĕçленĕ вăхăтрах утă хатĕрлекен пресс-подборщикăн узелĕсемпе механизмĕсем хĕрсе кайса хыпса илнĕ. Ку пăтăрмаха та пушарниксем вăхăтра сирсе янă.

 Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 33 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 32 пулнă.

Яндекс.Метрика