Спорт мероприятийĕ кăмăла çĕклерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2024, 06:40 Просмотров: 188

 "Эпир спорта суйлатпăр" ятпа йĕркеленĕ уява кăçал "Паттăр" спорт шкулĕ 50 çул çитнине халалларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Физкультурник кунне (çумăра пула ăна каярах ирттерме тиврĕ) ăмăртусене хутшăнакансен парачĕ уçрĕ. Малта "Паттăр" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем, унтан çăмăл атлетсем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, велосипедистсем, йĕлтĕрçĕсем, армрестлинг уйрăмĕн воспитанникĕсем тата ыттисем те пулчĕç..

Уява хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. "Патăрьел çĕрĕнче физкультурăпа спорт çулран-çул аталанса пырать. Паян эпир пляж волейболĕн лапамне уçрăмăр. Çавăн пекех уяв умĕн "Паттăр" стадионăн çуртне тĕпрен юсассине вĕçлерĕç. Шăнкăртамра ФСК тума палăртатпăр",- терĕ вăл. Пĕрлех муниципалитет округĕн администрацийĕ вырăнта физкультурăпа спорта аталантарассине тивĕçлĕ тỹпе хывассине палăртрĕ.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Линар Абейдуллов та уявпа саламларĕ. Спорт вăй-хал кĕртекен çăлкуç пулнине палăртнипе унăн сăмахĕсем тата та пăлхантарчĕç.

Ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприяти ертỹçи Василий Алексеев округри волейбол командине çĕнĕ спорт тумтирĕ парнелерĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе тата уяв ячĕпе профессиллĕ спортсменсене, ветерансене, спорта юратакансене Тав хучĕпе Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

 Спорта кăмăллакансем çăмăл атлетика эстафетине, чупăва, кире спорчĕн тупăшăвне, пляж волейболне, мини-футбола, шашка-шахмат вăййине хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Спорт уявĕ савăнăç, хавхалану, çĕнĕ çитĕнỹсем кỹчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика