Курск облаçĕнче хур курнă çынсене - гуманитари пулăшăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 20:08 Просмотров: 151

Хальхи вăхăтра Украина çар çыннисен мăшкăлĕ курнă Курск облаçĕнчи çынсене пулăшма çĕршывăн кашни кĕтесĕнчех халăх кар тăрса пулăшать. Патăрьел муниципалитет округĕнче те çийĕнчех ыр кăмăллăх акцине хапăлласа хутшăнчĕç. Çак кунсенче çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем вĕсем валли куллен кирлĕ таварсем, апат-çимĕç тата ытти япала пуçтарса пĕрремĕш тиевпе ăсатрĕç. Гуманитари пулăшăвне округри 50 организаци-предприяти, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен хастарсем хутшăнчĕç.

Пулăшу акцийĕ малалла тăсăлать. Курск облаçĕнчи юлташăмăрсене алă тăсса парак текенсем таварсене Ленин проспектĕнчи 16 -мĕш çурта вырнаçнă йышăну пунктне илсе пымалла.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика