Эсир яланах пирĕн асра

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 19:51 Просмотров: 174

Сителте тĕрлĕ çулта салтак тивĕçне пурнăçласа хĕрỹ çапăçусене хутшăннă ентешсене хисеплесе тата Афган çĕрĕнче паттăрла пуç хунă Александр Журавлева асра тытса тунă монумента уçрĕç.

Мероприятие Первомайски территори пайĕн начальникĕ Леонид Пыркин, Патăрьел округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов, Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, Вера Козлова учитель-ветеран, Арсентий Иванов десантник-ветеран, Афганистанра службăра тăнă Петр Макаров, Сергей Кузьмичев тата ытти салтак-ветерансем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Вĕсем Сител халăхне сăваплă ĕçе кар тăрса пурнăçланăшăн ырларĕç, паттăрсене манманнишĕн, асра тытнăшăн тав турĕç.

Монумента уçнă çĕре Александр Журавлевăн тăванĕсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, пĕлĕшĕсем те килчĕç. Вĕсем Сашăн амăшне çирĕп чунлă, паттăр ывăл çуратнăшăн, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн ырă сăмахсем каларĕç. Ăна тата ытти ентешсене те яланах асра тытассине пĕлтерчĕç.

Ирина ЛЯКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика