Çак сăмахсене Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвне чĕнтернĕ кашни ашшĕпе амăшĕ тата çул çитмен ача та каларĕç. Анчах мĕнле туйăмпа-ши? Ỹкĕнсе, айăпа туйса е ячĕшĕн çеç?.. Ку, паллах, хăйсенчен килет.
Комиссинче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем 18 çул тултарман ачасем пирки РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн тĕрлĕ статйипе çырнă 15 ĕçрен пиллĕкĕшĕ 12.7 стайин 1-мĕш пайĕпе çыхăннă. Унпа килĕшỹллĕн транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк паракан удостоверени пулманнисене 5 - 15 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Хальхинче те комисси членĕсем çул çитмен ачана та, ашшĕ-амăшне те (РФ КоАПăн 5.35 статйипе) муниципалитет округĕнчи ОГИБДД инспекторĕсем çырнă протокола тĕпе хурса тата саккунпа килĕшỹллĕн айăпларĕç.
Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, комиссинче пăхса тухнă тĕслĕхсем пирки палăртсах хăварас килет. Ытти ачасем, ашшĕ-амăшĕ çак йăнăша ан туччăр! Шăнкăртамри çул çитмен ачана ГИБДД сотрудникĕсем çур çĕр иртни 2 сехетре водитель удостоверенийĕсĕр руль умĕнче тытнă. Юлташĕпе çак вăхăтра мĕн шыранă çамрăк? Автомашинăна хускатса тухма вара амăшĕ ирĕк панă-мĕн... 17ри каччă водитель удостоверенине алла иличчен урăх руль умне ларманнине шантарни кăштах чуна çемçетрĕ темелле.
Кивĕ Катек, Патăрьел, Кзыл Камыш ялĕсенчи çул çитмен ачасене те çỹреме ирĕк паракан документсăр икĕ урапаллă транспортпа кĕрлеттерсе çỹренĕшĕн çул-йĕр инспекторĕсем тытса чарнă хыççăн та пуçран шăлман. Вĕсен те, ачисене пăхса çитереймен, тивĕçлĕ воспитани парайман ашшĕ-амăшĕн те комисси умĕнче пите хĕретме, саккун умĕнче явап тытма тиврĕ.
Сăкăтри 16 çулхи çак пуçтах ача пирки вара çул-йĕр инспекторĕсем харăсах виçĕ протокол çырнă: 12.7 статьян 1-мĕш пайĕпе (водитель удостоверенийĕсĕр çула тухни), 12.5 статьян 3.1 пайĕпе (автомашина çинчи кантăкĕсем техника регламентне тивĕçтерменни, тонировка туни) тата 12.15 статьян 4-мĕш пайĕпе (хирĕç килекен траспорт çулĕ çине тухни). Хăйĕн "девяткипе" йĕрке хуралĕн сотрудникĕсенчен мĕнле пысăк хăвăртлăхпа тарма хăтланнă пулин те çул-йĕр инспекторĕсем ăна тытса чарнă. Çак тата маларах асăннă ачасем те малашне гаишниксен тимлĕхĕнчех пулĕç. "Урăх кун пек пулмăп" тесе калани тỹрре тухтăр тесен вĕсен 18 çул тултарса алла водитель удостоверенине иличчен пĕрин те мотоцикл, автомашина рулĕ умне ларма юрамасть!
- Чылай чухне çамрăксем теветкеллĕх пархатарлă ĕç тесе шутлаççĕ. Çавна пулах вĕсем ăнсăртран пурте лайăх пуласса, чун киленĕçне тупасса шанаççĕ. Хальхи вăхăтра ирĕн-каçăн мотоциклпа çил пек вĕçтерсе çỹрекен çул çитмен ачасем те хăйсемпе мĕн пулса тухма е çынна инкек кăтартма пултарасса шутламаççĕ те пулас. Кун пирки ашшĕ-амăшĕ яваплăх туйманни, вĕсене пĕлсе тăрса автомашина ключне алла тыттарни, мотоциклпа çỹреме ирĕк пани те шухăшлаттарать. Инкек кирек камшăн та пĕрре çеç пулать. Кайран чавса çывăх пулсан та çыртаймăн... Çавăнпа та каникул вăхăтĕнче те, малашне те çул çитмен ачасем хăйсен пушă вăхăтне мĕнле ирттернишĕн, обществăлла вырăнти йĕркелĕхшĕн чăн малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă. Вĕсен çемьере хăйсен ачишĕн пурин те ырă тĕслĕх пулмалла,- терĕ çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин председателĕ Светлана Чернова ларăва пĕтĕмлетнĕ май.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
