Шкулсем вĕренекенсене йышăнма, автобуссем çула тухма хатĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 19:20 Просмотров: 167

 Августăн 20-мĕшĕнче муниципалитет округĕнчи шкул ачисене занятие, çавăн пекех класс тулашĕнчи мероприятине илсе çỹрекен автобуссен хатĕрлĕхне ятарлă комисси - муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД начальникĕ Марат Юнусов, Атăлçи Федераци округĕнчи регионсем хушшинчи территори Управленийĕн Чăваш Республикинчи Патшалăх çул-йĕр надзорĕн территори уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Олег Андрианов - тĕрĕслерĕ.

Рейд вăхăтĕнче комисси членĕсем тахографсем ăнăçлă ĕçленине, техника тĕрĕслевне тухнине, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем йĕркеллĕ пулнине, çутатакан приборсем, тормоз системи, авари сигнализацийĕ тата ытти те çула тухма, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтернине тĕрĕслерĕç, шкул автобусĕсем пурте ĕçе пуçăнма хатĕр пулнине çирĕплетрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Пĕлме

2024 çулхи августăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕрентỹ учрежденийĕсен балансĕ çинче 24 автобус шутра тăрать. Вĕсем 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче 45 маршрутпа 800 ачана занятисене, мероприятисене илсе çỹрĕç. Мĕн пур автобус ГЛОНАСС спутник системипе тата тахографсемпе çыхăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика