Ачасем савăк кăмăлпа кайĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 19:20 Просмотров: 165

 Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн Патăрьел муниципалитет округĕ "Вĕренме кайма пулăш" акцие хутшăнчĕ. Ăна пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасемпе çемьесене пулăшма йĕркеленĕ.

"Манăн территори" çул çитменнисен лапамĕнче 5 ачана шкулта кирлĕ хатĕрсем панă. Пĕтĕмпе вара кун пек парнене 25 вĕренекен тивĕçĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен секторăн тĕп специалист-эксперчĕ Лариса Комиссарова çамрăк ăрăва парнесем панă май пĕлỹ патне ăнтăлма, лайăх паллăсем илме сунчĕç. Ачасем тăрăшулăхпа палăрма сăмах пачĕç.

 Социаллă акцие кашни çын хутшăнма, ыр кăмăллăхпа палăрма пултарать. Пĕрлехи вăйпа йывăрлăха лекнĕ ачасене май пур таран пулăшни- пархатарлă та ырă ĕç.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика