Сертификат - çурт туянма

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 20:59 Просмотров: 313

 Округра ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине яланах тимлĕхре тытаççĕ. Çак кунсенче Упамсара ачалăхĕ иртнĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Анастасия Громова çурт-йĕр туянма сертификат илнĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов саламланă, хăвăртрах çурт-йĕр туянма, пурнăçра ăнăçу суннă.

 (Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика