ÇУЛ çитмен ачасем мотоциклсемпе аварие çакланни, сусăрланни пирки сахал мар çыраççĕ, калаççĕ пулин те, ашшĕ-амăшĕ ачисене икĕ урапаллă техникăна туяннни, вĕсемпе кунĕпе те çĕрĕпе (çаплах калас килет) çỹреме ирĕк пани чăнах та тĕлĕнтерет. Çакскерсем хăрушсăрлăха, çул-йĕр правилине пăхăнса пуçне каска та тăхăнмаççĕ. Иккĕн-виççĕн тиеннĕ "байкерсем" Патăрьелĕнчи урамсемпе те çил пек вĕçтерсе çỹреççĕ. Вăрттăнрах кĕтесре вырнаçнă Гагарин урамĕ вара юлашки вăхăтра вĕрентỹ полигоннех çаврăннă темелле. 7-8 мотоциклист умлă-хыçлă вирхĕнтерсе çеç çỹреççĕ. Мухтанас текеннисем пĕр урапа çинче те ярăнаççĕ. Çаврăнса ỹкессе е пырса çапăнасса та шутламаççĕ. Каçхи шăплăха çурса çур çĕрчченех акатуй яраççĕ 14-15 çулсенчи арçын ачасем. Çынсене канма чăрмантарни пирки те шутламаççĕ, аслисем каланине вара хăлхана та чикмеççĕ... Кунта пурăнакансем йĕрке хуралĕн, çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсене рейдсем вăхăтĕнче Гагарин урамĕнче час-часах пулма, обществăлла йĕркене пăсакан ытти ачасемпе те калаçусем ирттерме ыйтаççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
