11 çулхи Лев Самакин ялтах юлма, фермер пулма ĕмĕтленет

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 20:52 Просмотров: 252

ПЕРВОМАЙСКИНЧЕ пурăнакан 11 çулхи Лев Самакин тĕлĕнмелле маттур, ĕçчен арçын ача. Ытти юлташĕсем ỹссен кам пуласси пирки шутламаççĕ те пулĕ-ха... Вăл вара çакна суйласа илнĕ. Унăн ĕмĕчĕ- ялта юлса выльăх-чĕрлĕх усрасси, пахча çимĕç çитĕнтересси. Лева ача садне çỹренĕ чухнех картишĕнчи чăх-чĕпне, хур-кăвакалне хăй пăхнă. Халĕте çаплах. Вĕсенчен пĕри те пулсан чирлесен арçын ача пĕтĕмпех канăçне çухатать. Каникулта картишĕнчи чăх-чĕпе пĕрре те куçран вĕçертмест, сăнасах тăрать. Вĕреннĕ вăхăтра вара шимп-шимпсене апатлантармасăр нихăçан та шкула утмасть

Вăл çеç те мар-ха. Вĕсене вăл кашни çул хăй пуçтарнă укçипе туянать. Паллах, ашшĕ-амăшĕ те пулăшаççĕ. Кăçал та çуралнă кунĕнче пухăннă "кĕмĕлĕпе" ытти ăпăр-тапăр е пылак çимĕç илме васкаман, пĕтĕмпех бройлер чĕпписене туяннă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика