Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ентешсем округ тулашĕнче те хисеплĕ, яваплă должноçра ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть çеç РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Алатырский" округăн полици начальникĕ пулма Алексей Станиславович Алексеева çирĕплетнĕ. РФ шалти ĕçсен министерствин 2024 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн вара Алексей Алексеева полковник званине панă.
Ĕç стажне полици сотрудникĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче 2004 çулта пикеннĕ. 2021 çулта Улатăрти полици уйрăмне куçнă. Çемьеллĕ, Тикешре çуралса ỹснĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
