Мухтавлă ертỹçĕн юбилейне хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 20:38 Просмотров: 256

 Кăçал Анат Туçари Социализмла Ĕç Геройĕ Михаил Долгов çуралнăранпа 120 çул çитет.

Михаил Герасимовича 1947 çулта "Гвардеец" колхоза ертсе пыма шаннă. Вăл тăрăшнипе хуçалăхра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ỹснĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те лайăх аталаннă. Ĕçе май пур таран механизациленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 1971 çулта "Гвардеец" колхоз Ленин орденне тивĕçнĕ. Михаил Долгов юбилейне ирттерсе яма ятарлă комисси йĕркеленĕ. Çак кунсенче иртнĕ ларура ертỹçĕне сумласа ирттермелли мероприятисен планне сỹтсе явнă, вĕсемшĕн яваплă çынсене палăртнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн паллă çыннисене сумлани çамрăксемшĕн уйрăмах усăллă: ентешсемпе паллашма, патриотлăх туйăмне вăратма, ĕç çынна хисепе кăларнине çирĕплетме май парать

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика