Хаçатçăсем Шупашкара пуçтарăнĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020, 14:04 Просмотров: 351

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем шăматкун, январĕн 18-мĕшĕнче, К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалă академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ- сене паллă тăваççĕ.

Раççей пичечĕн кунне 1991 çултан пуçласа январĕн 13-мĕшĕнче уявлама тытăннă. Чăваш пичечĕн кунне вара 2000 çултанпа январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче палăртаççĕ. Çакă "Хыпар" хаçат тухма пуçланă кунпа çыхăннă. Сăмах май, унăн пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче кун çути курнă.

Хальхи вăхăтра республикăра 89 МИХа шута илнĕ. Чыслав мероприятине çулленех районти "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ те хутшăнать, кăçал та ĕçтешсемпе курнăçасшăн.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика