"Авангарда" вулама çемьере черет тăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2019, 09:32 Просмотров: 444

ПАЯН районта эрнере икĕ хутчен кун çути куракан "Авангард" хаçат чылай çыншăн "чун апачĕ" шутланать. Пытарма кирлĕ мар, ытларах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хаçата аслăрах ăру çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, кăмăлтан вулаççĕ, пирĕн хаçат редакцине шăнкăравлаççĕ... Пуç таятпăр вĕсен умĕнче пирĕн ĕçе хакланăшăн. Район хыпарçине çемьере черет тăрса вулакансем йышлă пулни пире савăнтарать, малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме, çивĕч те кăсăклă материалсем çырма вăй парать. Туçари В. Салмин, А. Фролов, Патăрьелĕнчи А. Леонтьев, Алманчăри П. Киргизов ĕç ветеранĕсем тата ытти вулаканăмăрсем çур ĕмĕр ытла пирĕнпе пĕрле! Шанас килет, хальхи вăхăтра çырăнтару тапхăрĕ пынă май, çĕнĕ туссем тата ытларах хутшăнĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика