Иртнĕ эрнере Чăваш наци музейĕнче ЧР Информполитика министерстви коррупципе кĕрешес сферăра информаци ĕç-хĕлне йĕркелес ыйтупа семинар-канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне республикăри право хуралĕн органĕсен представителĕсем, массăллă информации хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва ЧР Информполитика министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ.
Семинар-канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн обществăлла хăрушсăрлăхпа тата коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен управлени начальникĕ С. Галошев, Чăваш Республикин прокурорĕн СМИсемпе ĕçлекен çумĕ А. Якушевич, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн руководителĕн аслă пулăшуçи О. Дмитриев, ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе, коррупцие хирĕç ыйтусемпе ĕçлекен управленийĕн районсем хушшинчи пайĕн начальникĕн çумĕ А. Исаев тухса калаçрĕç, республика, район хаçачĕсем, радиопа телевидени саккунлăха пăхăнмаллине ĕнентерекен "трибуна" пулнине çирĕплетрĕç, çак ыйтупа тĕрĕслĕх тата чăнлăх тĕп вырăнта пулмаллине каларĕç.
Тĕл пулурах коррупци ыйтăвĕпе конкурсра палăрнисене чысларĕç, хăш-пĕр журналистсен опычĕпе паллашрĕç, коррупци ыйтăвĕпе видео сюжетсем пăхрĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
