Пĕччен сурсан типсех пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2019, 13:39 Просмотров: 615

АЛМАНЧĂСЕМ кăçал халăх вăйĕпе сахал мар пархатарлă ĕç турĕç. Шăнтиччен Советская урамра пурăнакансем пурте пĕр çын пек кар тăнă, темиçе çул каяллах типсе ларнă кỹлле хăйсен вăйĕпе тасатса çăлăн "куçне" уçнă. Пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхă тăма та (инкекĕ ан пултăр та) алă айĕнче яланах шыв пулни шанчăклă. Ырă ĕçе пуçарса йĕркеленĕшĕн çак касра пурăнакансем Н. Чихин ял старостипе вырăнти депутатсен Пухăвĕн председательне Н. Пахомова чун-чĕререн тав тăваççĕ. Ял администрацийĕ вара ырă пуçарăва яланах алхапăл йышăнать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика