ИРТНĔ эрнекун районти пушар чаçĕн тата надзорĕн сотрудникĕсем икĕ хутчен те пушар сỹнтерме вас- канă. Ирхине Шăнкăртам урамĕнче çăмăл автомашинăна (пирĕн район çыннисем мар) вут хыпнă. Сăлтавĕ - электрооборудовани юсавсăр пулни. "Хурçă ут" йăлтах çунса юрăхсăра тухнă. Сăмах май каласан, кăçал çеç "01" службăра çакнашкал тăваттăмĕш тĕслĕхе шута илнĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн вара Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи мунчаран вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Кил хуçи унта кипятильникпе шыв ăшăтма лартнă, хăй айккинелле пăрăннă. Юрать-ха, пушарниксем ытти сарай-хуралтăна хыпса илме паман.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
