Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2019, 15:27 Просмотров: 281

Уяв иртнĕ

Чăваш Патшалăх Оперăпа балет театрĕнче Амăш кунне халалланă йăлана кĕнĕ уяв иртнĕ. Республикăри маттур та пултаруллă амăшĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова, Чăваш Республикинчи Ашшĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Алексей Мурыгин, ЧР Патшалӑх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова саламланă. Уявра маттур амăшĕсене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Президент грантне тивĕçнĕ

Чăваш Енри спорт туризмĕн федерацийĕ РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе спорт организацийĕ «Эпĕ спорт туризмне суйлатăп» проекта пурнăçа кĕртĕ.

Чи лайăх дружиннике палăртнă

«Чи лайăх халăх дружинникĕ» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Малтан республика хулисемпе районĕсенчи çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Финал Шупашкарта иртнĕ. Унта хутшăннисем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр, çак шутра Раççей саккунĕсене, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пани, кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне кăтартни, тухнă. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Виталий Александров /Çĕнĕ Шупашкар/ тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта — Вячеслав Шпаков /Канаш районĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Петр Усов /Улатăр хули/. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысланă.

Сасăлава хутшăнар

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче «Театрлă Атăлçи» конкурсăн сасăлавĕ старт илет. Чи лайăх постановкăна палăртĕç. Сасăлав тепĕр кунхине, 13 сехетре вĕçленет. Кăмăла кайнă постановкăсене палăртас тесен 8-800-350-35-43 номерпе шăнкăравламалла. Ку – тÿлевсĕр. Çĕнтерÿçе тÿрĕ эфирта палăртĕç. Ăна интернетра, конкурс сайтĕнче курма май пулĕ.

Çăмăл тупăш шыраса

Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енри следстви органĕсем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 81 уголовлă ĕç пуçарнă. Судпа айăпланакансен йышĕнче çул çитмен çамрăксем те пур. Вĕсем çăмăллăн тупăш тумалли май пурри пирки интернетри пĕлтерÿсенчен пĕлсе «вăлтана çакланаççĕ». Следстви органĕсем асăрхаттараççĕ: çакнашкал преступленишĕн 10 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Çĕнĕ оборудованисемпе пуянланаççĕ

Чăваш Енри больницăсем çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕсемпе пуянланаççĕ, тухтăрсене хальхи сиплев мелĕсене вĕренме майсем туса параççĕ. Кăçал Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фончĕ ялсенчи больницăсем валли оборудовани туянма тата медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхне ÿстерме 26,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 19 оборудовани туяннă, улттăшне юсанă, 90 тухтăрăн квалификацине ÿстернĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика