Нумаях пулмасть çитес çулхи январь уйăхĕнче 3 процентлă "Ялти ипотека" вăя кĕресси пирки илтрĕм. Кам тата мĕнле тĕллевпе илеет-ши ăна?
Л. ПЕТРОВА.
Ыйтăва Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хуравлать.
- Çак программăпа килĕшỹллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрленекенсем те, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма чи пĕчĕк процентпа - çулталăкра 3 процент ставкăпа - кредит илме пултарĕç. Программăпа усă курса ял-салара вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма, çавăн пекех маларах илнĕ ипотека кредичĕсене тỹлесе татма пулать. Хатĕр çурта е çуртпа çĕр лаптăкне суту-илỹ килĕшĕвĕпе те, строительствăна пая кĕмелли килĕшỹпе те уйрăм çынран та, юридици сăпатĕнчен те илме ирĕк параççĕ. Çавăн пекех кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма, унта подряд килĕшĕвĕпе çурт лартма, заемщикăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çинче çурт-йĕр строительстви пуçарма, маларах тума пуçланă çурта подряд килĕшĕвĕпе хута яма юрать. Программăпа 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем усă курма пултараççĕ. Çын ялта пурăнать-и е хулара-и - уйрăмлăх çук, ăçта ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ мар. Çавăн пекех çуртра пропискăна тăма та ыйтмаççĕ. Ипотекăна 100 пинтен пуçласа 3 млн тенкĕ таран чи нумаййи 25 çуллăха параççĕ. Пĕрремĕш тỹлев - 10 процент, ун вырăнне патшалăх субсидийĕсемпе усă курма юрать. "Ялти ипотекăна" гражданинăн пĕр хутчен усă курма юрать.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
