Интернет тетелĕ - ултавçăсемшĕн кĕмĕл "çăлкуçĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 09:51 Просмотров: 337

ПАЯН Интернет çăмăллăхĕпе усă курман çын та сахал пулĕ. Куллен кĕсье телефонĕсем çине те вуншар смс-çыру килет: пĕрисем темиçе миллион таранах пĕчĕк процентлă кредит илме сĕнеççĕ, теприсем автомобиль е ытти хаклă тавар выляса илнипе саламлаççĕ, çавна май транспорт расхучĕ- сене е налукне тỹлеме васкавлăн укçа куçарса пама ыйтаççĕ тата ытти те. Кашниех илĕртỹллĕ сăмахсемпе шанăçа кĕрсе "юмах" шăрçалать. Хыпăнса ỹк- нĕскер, нимĕн те мар çак усал шухăшлă çынна ĕненсе пăрахма та пултарать. Çавăнпа та кам та пулин ятарлă счет çине укçа куçарса пама ыйтсан - çакă ытахальтен, суя пулнине ан манăр! Ултав серепине çакланма çăмăл, унтан тухма вара ай-йай йывăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика