ПАЯН ялсенче килсерен тенĕ пек çăмăл машина пур. Пĕрре çеç мар, иккĕ-виççĕ те. Тракторсен шучĕ те çуллен нумайланса пырать. Паллах, çакă савăнтарать, анчах çул-йĕр инкекĕсем пирки илтсен пăшăрхантарать те. Руль умне ларакансем правилăсене час-часах пăхăнмаççĕ, эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухакансем те пур тата ытти те. Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 16-мĕшĕнче "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" автоçулăн участокĕнче 20 сехет тĕлнелле авари пулнă. ВАЗ-221124 автомашина кювета чăмнă. 53 çулти водитель çавăнтах вилнĕ, пассажирне больницăна илсе кайнă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр инкекĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ.
Кашни водителе, çула тухнă çынна килĕнче кĕтеççĕ, çавăнпа та асăрханулăх пирки манас марччĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
