Эрех-сăрашăн чару темиçе сехетлĕх пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019, 10:05 Просмотров: 368

 Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче маларах кăларнă хăш-пĕр йышăну вăйне çухатнине çирĕплетнипе тата темиçе йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ. Сăмах – уявсен, халăх йышлă хутшăнакан мероприятисен кунĕсенче лавккасенче эрех-сăра сутма чарни пирки. Предпринимательсем çавнашкал кунсем нумаййине кура чылай тупăш çухатнине пула кăмăлсăрланнă. Экономика аталанăвĕн министерстви тивĕçлĕ улшăнусем хатĕрленĕ. Малашне уяв-мĕн иртнĕ чух эрех-сăра сутма кунĕпех мар, çав мероприятисем пуçланас умĕн икĕ сехет маларах чарĕç. Мероприятисем вĕçленнĕ хыççăн пĕр сехетрен чару сирĕлĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене аттестат панă кун вара эрех сутма юраман кунсен шутĕнчен вуçех тухса ÿкĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика