Çĕр улми аври ан пултăр пушарăн палли

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2019, 10:11 Просмотров: 361

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче çеç мар, уйрăм хушма хуçалăхсенчи анасем те ерипен пушанса пыраççĕ. Çитĕнтернĕ тыр-пул тата пахча çимĕç кĕлетсемпе управсене кĕрет. Çĕр ерипен хуралса пынă май, çулсеренех çак вăхăтра ялсенче тепĕр пăшăрхантаракан ыйту та канăç памасть. Çынсем çĕр улми тата пахча çимĕç авăрĕсене çине-çинех çунтараççĕ. Уйрăмах каç кỹлĕм вырăнсенче хăрушă пушар евĕр тĕтĕм йăсăрланать, таврана усал шăршă сарăлать. Тепĕр чухне урама тухма та май çук. Çĕр улми аврине е çỹп-çапа çапла çунтарма, сывлăша, тавралăха варалама вара пачах юрамасть. Çакăншăн саккунпа килĕшỹллĕн районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем протокол çырма, йĕркене пăхăнманнисене штраф тỹлеттерме те пултараççĕ.

Яндекс.Метрика