Сусăрсене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:57 Просмотров: 284

Республикăра пурăнакан сусăрсене ĕç тупма тата общество пурнăçне хутшăнма пулăшакан мера çителĕклех. Палăртса хăвармалла: гражданинăн инвалидноçне çирĕплетнĕ хыççăнах ăна ĕçе вырнаçма  пулăшас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба 2016 çултанпа реабилитаци тата абилитаци программисенче кăтартнисемпе килĕшӱллĕн инвалидăн професси тата социаллă реабилитаци тата абилитаци ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Программăна уйрăм çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтермелле хатĕрлеççĕ.

Яндекс.Метрика