Виççĕмĕш пепкене алла илекенсем йышлă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:44 Просмотров: 296

 Çемьере ача-пăча саккăрăн сак тулли пулни те ытлашши мар. Кашни тĕпренчĕк хăй уйрăм савăнăç. Шел пулин те, районта ун пек тĕслĕхсем сахал. Çапах та юлашки вăхăтра районта виççĕмĕш пепкене алла илекен мăшăрсем уйрăмах йышланни савăнтарать. Акă, шăп та лăп РФ Патшалăх ялавĕн кунĕнче - августăн 22-мĕшĕнче - районти ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ Наталья Антонова Патăрьелĕнче пурăнакан Андрей тата Галина Сергеевсене вĕсен çемйинче виççĕмĕш чиперкке кун çути курнă ятпа саламланă, мăшăра ачан çуралнă хучĕпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă çырăвне вуласа панă, çемьене телей те ăнăçу, пысăк юрату суннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика