Çĕр улми аврине çунтарма, контейнера пăрахма юрамасть

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:41 Просмотров: 250

Ялсенче пахчасем ерипен пушанса пыраççĕ. Паян çынсем пикенсех çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ. Типĕ те хĕвеллĕ çанталăкпа туллин усă кураççĕ. Анчах та типнĕ улма аврисене никамăн та çунтармалла мар, вĕсене купаласа çĕртмелле, тислĕке çавăрмалла. Ун пек тусан усăллăрах. Пĕри те тепри тĕтĕм йăсăрлантарни вара пĕрре сывлăша варалать, тепре пушар хăрушлăхне пысăклатать. Çĕр улми аврисене ялсенче вырнаçтарнă контейнерсене те пăрахма юрамасть. Уншăн та хуçан явап тытма тивĕ. Тимĕр ещĕк хуçалăхран тухакан хытă каяш валли çеç.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика