Депутатсен хастарлăхĕпе кĕпере юсанă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 11:43 Просмотров: 355

Юлашки вăхăтра ялсенче старостăсен пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе сахал мар ĕç тунине "Авангард" хаçат страницисенче пĕрре мар çыртăмăр. Ку тĕлĕшпе депутатсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Кĕçĕн Чементи Г. Игнатьевăпа А. Васильева депутатсем йĕркеленипе ялти çынсем тăтăш каçса çỹрекен кĕпере юсаса, тирпейлесе хунă. Ырă сĕнĕве тата пуçарăва ыттисем те хапăл тунă. Л. Кудряшова, Н. Лампасов, А. Моисеев, М. Моисеев ĕç ветеранĕсем яланхи пекех общество ĕçĕшĕн тỹрех кар тăнă. Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Васильев субботника тухса пысăк ĕç тума пулăшнă хастарсене тав тунă, ял илемĕшĕн, тирпейĕшĕн яланах пĕрле тăрăшмаллине каланă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика