Каçхи хупах çынсене пысăк чăрмав çеç кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2019, 10:19 Просмотров: 360

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Мир урамĕнчи 24, 25 çуртсенче пурăнакансем хаçат редакцине ытахальтен е вăхăт ирттерме çеç шăнкăравламарĕç-тĕр. Ытларах чухне çын тарăхса е тулса çитсен камран та пулин пулăшу ыйтма тăрăшать. Çакскерсем вара чăн малтан вĕсен умĕнчи "Добрый" магазин çуртĕнче уçнă хупах çурчĕ питĕ пăшăрхантарнине пĕлтерчĕç. Иртен-çỹрене тỹрех ăнланмалла мар акăлчан чĕлхипе çырса хунă "Dubai Lounge" каçхине 23 сехетрен пуçласа çур çĕр иртсе икĕ сехетчен ĕçлет. Çак вăхăтра çынсен шăпах тутлă ыйхă, каннă вăхăт. "Хăш-пĕр каçсенче кунта çывăрма мар, хăлхана йăлăхтаракан шăв-шавран таçта çити тухса тарас килет. Хальхи вăхăтра чылай çемьере хуласенчен килнĕ мăнуксем пурăнаççĕ. Вĕсем те канаймаççĕ. Эпир çак "Дубая" кĕрсе курман, паллах. Анчах унта кальян мăкăрлантарнине те калаççĕ. Ун пек хупах пирĕн ялта кирлĕ-ши? Çамрăксене тĕрĕс çултан пăрăнма çеç пулăшмасть-и вăл?" _ пăшăрханса та тарăхса калаçрĕç пенсионерсем, ĕç ветеранĕсем. Хисеплĕ ватăсен шухăшне хирĕçлеме çук, паллах. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн кашни гражданин каçхи канăçлăхшăн хăйне саккунпа килĕшỹллĕн хỹтĕлеме тивĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика