Ялсенче - халăх фрончĕн активисчĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2019, 21:00 Просмотров: 457

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представителĕсем Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи ялсенчи халăха медицинăпа санитари тĕлĕшĕнчен пĕрремĕш пулăшу парас ĕçе тишкернĕ.

Чи малтанах вĕсем Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пациентсем регистратура, тухтăрсен кабинечĕсен умĕнчи черетпе интересленнĕ, больницăна пынисен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.

Халăх фрончĕн активисчĕсем Елчĕк районĕнчи Энтепери фельдшерпа акушер пунктне те çитсе курнă. Кунти фельдшер 300 ытла çыннăн сывлăхĕшĕн яваплă. Общественниксем ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу памалли условисем лайăххине, препаратсем çителĕклине, сĕтел-пуканпа оборудовани тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика