Республикăра çулленех ЧР "Агро-инноваци" хысна учрежденийĕ "Агро-100" клубăн çĕнĕ членĕсене палăртать. Кăçал вĕсене Республика кунĕ умĕн, июнĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн конференц-залĕнче савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Сăмах май, агропромышленность предприятийĕсем хушшинчи рейтинга 10 çул ытла ĕнтĕ йĕркелеççĕ.
Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пынă 2018 çулхи ĕçлĕ тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе асăннă клубăн дипломĕсене районти 7 хуçалăх тивĕçнĕ. "Авангард" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ - 7-мĕш, "Исток" агрофирма - 12-мĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ- 38-мĕш, "Красное Знамя" ЯХПК - 47-мĕш, "Кзыл-Камыш" агрофирма _-84-мĕш, "Труд" хуçалăх - 86-мĕш, "Звезда" хуçалăх 95-мĕш вырăнсене йышăннă. Иртнĕ çул та Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 7 хуçалăх рейтинга кĕме пултарнăччĕ. Ун чухне те списокра "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсем пурччĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
