Пирĕн республикăра Пуçлăх тата муниципалитет служащийĕн кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал çак мероприятие хутшăнакансене Юхмапа Пăла тăрăхĕ хапăл пулĕ. Июнĕн 28-29-мĕшĕсенче «Хĕвеллĕ» уçланкăна Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнчен те сумлă хăнасем пуçтарăнĕç. Вĕсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕпе конкурсра мала тухассишĕн тупăшĕç.
Август 2026 |
