Пушарăн сăлтавĕ - зажигалкăпа ашкăнни

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019, 09:00 Просмотров: 482

ТЕМИÇЕ кун каялла Вăрманхĕрри Шăхалĕнче тырă склачĕ текен кивĕ хуралтă çунса кайнă. Сăлтавĕ - ачасем вут тивертмелли хатĕрпе ашкăнни. Каçхине ултă сехетсенче вуннăри икĕ арçын ача çак пушă склада кĕнĕ. Вĕсенчен пĕрин аллинче (хуларан килнĕ) зажигалка пулнă. Шельмă ачи унпа выляма хăтланнă курăнать... Юрать-ха, хăйсем тĕтĕмпе чыхăнса шар курман. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районта 24 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 60 процент ытларах. Вут-кăварпа çыхăннă инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика