Пысăк тухăç илес тесен çĕр çырлине çуркуннерен пуçласа çу вĕçленичченех удобрени хывмалла. Сезон тапхăрĕнче ăна ултă хутчен апатлантармалла.
-Çулçи çитĕннĕ тапхăрта: 10 л шывра 1 чей кашăкĕ мочевина ирĕлтермелле, çĕр çырлине шăвармалла (1 тăвакал метра пĕр витре шĕвек).
- Чечеке ларас умĕн: 10 л шывра 2 г биопрепарат (иммуноцитофит) ирĕлтермелле, ỹсен-тăрана сирпĕтмелле.
-Чечекленме тытăнсан: 10 л шывра 1 апат кашăкĕ нитрофоска удобрени ирĕлтермелле, йăрана сапмалла: 1 тăваткал метра пĕр витре кирлĕ.
-Тепĕр кунне 10 л шывра пĕр чĕптĕм бор йỹçĕкĕ тата пăхăр купоросĕ ирĕлтермелле, 30 тумлам йод хушмалла. Çулçăпа тăпрана йĕпетмелле, ун хыççăн тăпра çине кĕл сапмалла.
- Çырла пуçтарса илнĕ хыççăн: 10 л шывра 100 г çĕпре ирĕлтермелле, тĕмме сирпĕтмелле.
Фитофтора
Кашни икĕ эрнере помидора сĕтпе йод шĕвекĕпе сирпĕтмелле: 10 л шыва 1 л сĕт, 15 тумлам йод хутăштармалла. Шĕвекпе ỹсен-тăрана лайăх йĕпетсе шăвармалла.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
