Хăвăн парăмна пĕлетĕн-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2019, 11:19 Просмотров: 442

ИРТНĔ эрнере районти суд приставĕн уйрăмĕн тата район полицийĕн сотрудникĕсем "Хăвăн парăмна пĕлетĕн-и?" акцие хутшăнса пĕрлехи рейда тухнă. Тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ - граждансене хăйсен парăмĕсем пирки аса илтересси, вĕсене тỹлеттересси. Рейд вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи "Юхма" пасар территорийĕнче çỹренĕ тата Шăнкăртам ял тăрăхне çитнĕ. Тĕрĕслев йĕрсĕр иртмен. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн уйрăмĕн начальникĕ Галина Афки хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, акци тапхăрĕнче 29 гражданинран ГИБДД штрафне (210 пин тенкĕ), 27-шĕнчен налук парăмне (231 пин тенкĕ) шыраса илнĕ. Унсăр пуçне пысăк парăмсемшĕнех виçĕ предпринимателĕн 417 пин тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика