Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 09:04 Просмотров: 294

Районти пур ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче те çурхи ĕçсем пуçланнă. Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4275 гектар акнă.

Сахăр кăшманĕ акасси малалла пырать: 90 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Пĕр çул ỹсекен курăк - 161, нумай çул ỹсекеннине 67 гектар акнă.

Кĕрхи культурăсене 410 гектар апатлантарнă.

Нумай çул ỹсекен курăксен 887 гектарĕнче нỹр тытнă. Кĕрхи çĕртмене 7380 гектар сỹреленĕ, 6375 гектар культиваци тунă.

Яндекс.Метрика