Римма Гладкова - чи лайăх староста

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 08:59 Просмотров: 345

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче общество пурнăçĕшĕн, ял, район аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан хастарсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсĕнче пурăнакан Р. Гладкова староста. Римма Петровна тивĕçлĕ канура пулин те ял илемĕшĕн, тирпейĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшать. Уйрăм çынсен йывăрлăхне, хуйхи-суйхине, савăнăçне яланах пĕрле пайлать вăл. Çак тĕллевпе староста вырăнти влаçпа тачă çыхăну тытать. Ахальтен мар ĕнтĕ районта Вырăнти хăй хытăмлăх кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уявра Римма Гладковăна Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен ĕç тăвакан комитет ертỹçи Станислав Николаев "Чăваш Республикинчи ялти чи лайăх староста" хисеплĕ ята тивĕçнипе саламларĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика