Тавралăх типшĕрет, хăрушлăх куç кĕрет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:12 Просмотров: 351

ÇУЛСЕРЕНЕХ ЧР Министсен Кабинечĕ пушар тухас хăрушлăх пуçаланас сезон пирки маларах палăртать. Кăçал вăл акан 24-мĕшĕнчен пикенет. Çу уйăхĕнче сывлăш температури ытти çулхинчен пысăкрах пулнине шута илсен вут-кăварпа çыхăннă инкекрен пушшех те ытларах асăрханма тивĕ. Правительство республикăри тăхăр муниципалитетра (вăл шутра пирĕн районта та) вăрманта пушар тухма пултарассине асăрхаттарать. Çавăнпа та вăрмансенче кăвайт чĕртме, типĕ курăк çунтарма юрамасть. Çак тата ытти йĕркене пăснăшăн административлă майпа айăплаççĕ. Ахаль çынсене 1500 - 3000, должноçрисене -10000 - 20000, юридица сăпачĕсене - 50000 - 200000 тенкĕ штраф.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика