Çемьене ача хутшăнни ашшĕ-амăшĕшĕн телей, савăнăç пулмалла пек. Чун панă пепкене пĕрле пăхса çитĕнтересси те тĕп тĕллев темелле. Анчах шел пулин те, хăш-пĕр чухне тĕрлĕрен сăлтавпа çемье арканать. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн саккунпа килĕшỹллĕн çул çитмен ачашăн кашни уйăхрах алимент тỹлесе тăмалла. Хальхи вăхăтра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи суд приставĕн уйрăмĕнче суд йышăнăвне тĕпе хумасăр тарса çỹрекен 6 парăмçă-гражданин. Шăпах вĕсене шыраса тупма пулăшма ыйтатпăр та сиртен:
Рифкат Минекадирович Гайнуллов, 1972 çулта çуралнă, Ыхра Çырми ялĕ, çул çитмен икĕ ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 223650.87 тенкĕ;
Александр Петрович Козлов, 1988 çулхи, Пăлакасси ялĕ, çул çитмен пĕр ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 229127.70 тенкĕ;
Александр Геннадьевич Семенов, 1991 çулта çуралнă, Тури Чакă ялĕ, çул çитмен пĕр ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 199628.11 тенкĕ;
Александр Александрович Хураськин, 1987 çулта çуралнă, Кĕçĕн Патăрьел ялĕ, çул çитмен икĕ ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 150579.84 тенкĕ;
Андрей Владимирович Чернов, 1990 çулта çуралнă, Вăтаел ялĕ, çул çитмен пĕр ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 384575.96 тенкĕ;
Алексей Владимирович Шуряшкин, 1973 çулта çуралнă, Тăрăн ялĕ, çул çитмен пĕр ачишĕн тỹлемелли алимент укçин сумми 259329.00 тенкĕ.
Енчен те эсир çак çынсем пирки пĕлетĕр пулсан 6-22-66 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.
Г. АФКИ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи суд приставĕн уйрăмĕн начальникĕ, аслă суд приставĕ
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
